Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Октябрӗн 2020, 19:35

Владимир Путин шкул апатланăвне тĕрĕслеме хушу панă

Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Роспотребнадзора вĕрентÿ заведенийĕсене тата шкулсене апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсене плансăр тĕрĕслеме хушу панă.

Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Роспотребнадзора вĕрентÿ заведенийĕсене тата шкулсене апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсене плансăр тĕрĕслеме хушу панă. Ведомство пуçлăхĕн Анна Попован тĕрĕслев епле пыни пирки ноябрь уйăхĕн 15-мĕшчен президента пĕрремĕш доклад хатĕрлесе памалла.
Пуçламăш класс ачисене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерме Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи январь уйăхĕн çурринче Федераллă Пухăва янă уçă çырура хушу панă. Указа март уйăхĕн пуçламăшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.
Малтанхи шутлав тăрăх, кĕçĕн класра вĕренекен шкул ачисене апатлантарма 2020 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕччен 26 млрд ытла укçа-тенкĕ кирлĕ. Кун пирки вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ. Укçан ытларах пайне федераллă бюджетран илĕç.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: