Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Октябрӗн 2020, 16:55

Икĕ квадроцикл çапăннă, пĕрин водителĕ вилнĕ

Октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхине Белорецк районĕнче Тирлян – Николаевка - Çÿлти Арша çулăн 41-мĕш çухрăмĕнчи çаврăнура икĕ квадроцикл çапăннă. Пĕри Свердловск облаçĕнчи 32 çулхи çамрăк «Стелс Гепард» квадроциклпа пулнă, тепри 38 çулхи арçын, хирĕç килекени - «CF Moto X8» хурçă утпа.

Çул çинчи инкеке пула «Стелс Гепард» водителĕ васкавлă пулăшу машини киличченех вилнĕ, иккĕмĕшĕ суранланнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн пресс-службинче.
Иртнĕ талăкра республикăри çулсем çинче 13 авари пулса иртнĕ. Вĕсенче 3 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, вун пĕрĕшĕ суранланнă.
Кăнтăрла Учалă районĕнчи Учалă – Расулево автоçулăн 10-мĕш çухрăмĕнче Иглин районĕнчи 45 сулхи арçын «Лада Ларгус» автомобильпе кювета анса кайнă, ун хыççăн çаврăнса ÿкнĕ. Пăтăрмахри сурансене пула больницăра водителĕн чĕри тапма чарăннă. Халĕ çул-йĕр инспекторĕсем инкек мĕнле пулса иртнине уçăмлатаççĕ.
Каçхине Бирск районĕнче Ĕпхÿ- Бирск- Янаул аслă çулăн 77-мĕш çухрăмĕнче Нефтекамск хулинчи 49 çулхи водитель ГАЗ автомобильпе Мишкин районĕнчи 36 çулхи çын çине пырса кĕнĕ. Аварире çуран утакан çын вырăнтах вилнĕ. Водитель каланă тăрăх, çуран утакан çула май утнă, çийĕнче унăн тĕксĕм тумтир пулнă, çутăра йалтăртатакан элемент пулман. Çак пăтăрмахлă пулăма та тĕпчеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: