Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Октябрӗн 2020, 15:50

Налог тÿле те лăпкă çывăр

Пушкăртстанра пурăнакансем 2019 çулшăн патшалăха тÿлемелли пурлăх тата ĕçлесе илнĕ тупăш налогĕсен (НДФЛ) виçи 5,5 млрд ытла тенкĕпе танлашать. Çакăн çинчен Раççейри федераллă налог службин Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра пурăнакансем 2019 çулшăн патшалăха тÿлемелли пурлăх тата ĕçлесе илнĕ тупăш налогĕсен (НДФЛ) виçи 5,5 млрд ытла тенкĕпе танлашать. Çакăн çинчен Раççейри федераллă налог службин Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ.
Пĕтĕмĕшле налог уведомленине (çынсене налог виçине пĕлтерсе çырнă çырусем) 2 млн та 461 пин экземпляр хатĕрленĕ. Вĕсенчен 2,1 млн ытла çырăва хут çине çырса почта урлă янă, 359 пинĕшне - интернет-сервис урлă электронлă майпа «Уйрăм çыннăн личный кабинетне». Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен налог органĕсем уведомленисене пур çĕре те çитермелле. Уйрăм çынсен пурлăх налогне тата НДФЛа декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тÿлесе татмалла.
Пушкăртстанри налог службин управленийĕ кăçал налог тÿленĕ чухне хăшпĕр улшăнусем пулса иртнине асăрхаттарать. Вĕсене налог уведомленинче шута илнĕ. Сăмахран, 2019 çулшăн пурлăх тата çĕр налогĕсем тÿленĕ чухне, объектăн кадастр хакне шута илсе , 2018 çулхи виçене 10 % ÿстемелли коэффициент кĕртнĕ. Суту-илÿпе тата офиссемпе çыхăнна объектсене çеç çак çĕнĕлĕх пырса тивмест.
Унсăр пуçне налог уведомленисенче налог ставкисемпе çăмăллăхсене те шута илнĕ. Вĕсене вырăнти, регионти тата муниципалетсенчи, нормативлă право акчĕсене тĕпе хурса палăртнă. Тĕплĕнрех кун çинчен Раççейри федераллă налог службин сайтĕнче «Справочная информация о ставках и льготах по имущественным налогам» интернет-сервисра пĕлме пулать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: