Хальхи вăхăтра «Хăрушсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕн витĕмĕпе (вăл 2018 çулхи декабрь уйăхĕнчен пурнăçа кĕме пуçланă) çул-йĕр хуçалăхне аталантарас енĕпе нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. Наци проекчĕпе усă курса Раççейĕн 83 субъектĕнченче тата 104 хула агломерацинче (вĕсем регионсен территоринче вырнаçнă) çĕнĕ çулсем тăваççĕ, киввисене юсаççĕ. Кашни кун çĕшывра 5 çухрăм çĕнĕ çул хываççĕ, 75 çухрăм киввине çĕнетеççĕ.
Астутаратпăр, Пушкăртстанра çулталăк вĕçлениччен наци проекчĕпе усă курса 300 çухрăм çулсене юсĕç. Çакăн валли 7 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Вĕсенчен Ĕпхÿ хули «Хăрушсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçлама 3 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçалхи çула Пушкăртстанăн тĕп хулинче планпа палăртнă 22 урамри çулсене, 20,85 çухрăм тăрăшшĕне, юсаса пĕтернĕ. Вĕсен шутĕнче Королев академик, Акназаров, Дмитрий Донской, Нехаев, Степан Халтурин, Чудинов, Кăнтăр енчен иртмелли вырăн (проезд) тата ыттисем кĕреççĕ.