Пур хыпар та
Новости
18 Октябрӗн 2020, 19:18

Çул çинче çын урине тупнă

Салават районĕнче Малояз- Мурсалимкино çул çинче пĕр водитель çулпа иртсе пынă май çын урине тупнă тесе пĕлтерет «Дуванский вестник» хаçат. Çак информацие хаçатçăсем хăйсен ĕçтешĕсенчен «На земле Салавата» пичет кăларăмĕнчен илнĕ имĕш.

Судмедэкспертсем хак панă тăрăх, çын урине тата ун çинчи пÿрнесене хирурги мелĕпе касса илни паллă. Каярах вырăнти больницăри тухтăрсем полицейскисене нумаях пулмасть вĕсем патĕнче урăх хула çынни сипленнине пĕлтернĕ. Медицина кăтартăвĕсем тăрăх çав пациентăн урине ампутацилеме тÿр килнĕ.
Касса илнĕ урана чирлĕ çыннăн тăванĕсене (вĕсем ыйтнипех) панă. Анчах та «вĕсем урана кирлĕ çĕре илсе çитереймен пулмалла, киле таврăннă май хиртех чавса чикнĕ. Малалла вара ура е йытăсен, е тискер чĕрчунсен çăварне лекнĕ-тĕр» тесе çырать хаçат.
Хальхи вăхăтра следовательсем ДНК мелĕпе тунă биологи экспертизине кĕтеççĕ. Çавăн хыççăн çеç çул çинчи ура камăн пулнине татса калама пулĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: