Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Октябрӗн 2020, 19:25

Пушкăртстанра тăватă миллион тонна ытла тыр-пул пухса илнĕ

Кăçал Пушкăртстанра тăватă миллион тонна ытла тыр-пул пухса илнĕ. Республика Правительствинче пĕлтернĕ тăрăх, çакă иртнĕ çулхи кăтартуран чĕрĕк ытла нумайрах.

Кăçал Пушкăртстанра тăватă миллион тонна ытла тыр-пул пухса илнĕ. Республика Правительствинче пĕлтернĕ тăрăх, çакă иртнĕ çулхи кăтартуран чĕрĕк ытла нумайрах.
- Ял ĕçченĕсене çак пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламлатпăр. Юлашки вунă çул хушшинче эпир иккĕмĕш хут çеç тăватă миллион тоннăллă чикĕ урлă каçма пултартăмăр, - палăртнă регион пуçлăхĕ Радий Хабиров республика правительствинчи оперативлă канашлу вăхăтĕнче. Ку çитĕнĕве республика пулăшнипе тума май пулчĕ.
«Башинформ» маларах пĕлтернĕ тăрăх, кăçал гектар пуçне вăтамран 22,8 центнер тырă пухса илнĕ. Иртнĕ çул çак хисеп 19,9 центнерпа танлашнă.Тĕш тырăсен пĕтĕмĕшле произодствин виçи удобренисемпе усă курнипе тата пысăк пахалăхлă (элита тата суперэлита) вăрлăхсем туяннипе çыхăннă. Кăçал 374 млн тенкĕлĕх 20 пин тонна вăрлăх туяннă. Ку иртнĕ çулхинчен 33% нумайрах. Унсăр пуçне маларах усă курман анасене хута яни те тухăç виçине ÿстерме пулăшнă. Çапла кăçал 29 пин гектар усă курман анасене хута янă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: