Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Октябрӗн 2020, 13:50

Диабетиксемшĕн‚ чĕрепе юн тымар системин чирĕсемпе чирлекенсемшĕн ятарлă режим

Пушкăртстанра пурăнакансемшĕн‚ диабет тата чĕрепе юн тымар системин чирĕсемпе чирлекенсемшĕн‚ ятарлă режим хута ярĕç. Регион пуçлăхне Радий Хабирова кăшăлвирус инфекцийĕнчен вилнисен шутĕнче асăннă чирсемпе аптракансем йышлă пулни хумхантарнă.

- Вăраха кайнă чирсемпе нушалакансем COVID-19 йывăр чирлеççĕ. Шел‚ сахăр диабечĕпе аптракансем пĕр урапа леш тĕнчере тăраççĕ‚ - тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ.
Радий Хабиров вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсемшĕн ятарлă режим кĕртме правительствăна хушу панă. Уйрăмах диабетиксем обществăран уйрăм пурăнмалли режима пăхăннине тĕрĕслĕç.
Пушкăртстанра çуркунне те вăраха кайнă чирсемпе нушалакансемшĕн çакăн йышши мера ĕçленĕ. Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх‚ асăннă практикăна малалла тăсмалла.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: