Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Октябрӗн 2020, 12:20

Пушкăртстанра ĕçлекен пулас аннесене «удаленкăна» куçарĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри сывлăх сыхлав министерствин сĕнĕвне - йывăр хĕрарăмсене ĕç вырăнĕнчен инçетре ĕçлеттерессине - ырласа йышăннă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри сывлăх сыхлав министерствин сĕнĕвне - йывăр хĕрарăмсене ĕç вырăнĕнчен инçетре ĕçлеттерессине - ырласа йышăннă. Радий Хабиров шухăшĕпе, «удаленкăна» янă пулас аннесен ĕç укçин виçи çав шайрах юлмалла.
- Пире пăхăнса тăракан пур патшалăх учрежденийĕсене те йывăра юлнă хĕрарăмсене, должноçне тата ĕç укçине сыхласа хăварса, ĕçлеме килĕсене яма хушатăп. Сывлăхĕсене упраччăр. Пире сывлăхлă ăру кирлĕ, - тенĕ Радий Хабиров правительствăри оперативлă канашлу вăхăтĕнче.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: