Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Октябрӗн 2020, 13:50

Çурчĕ çуннă çемьене пулăшу

Октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Белокатай тăрăхĕнчи Кирикеево ялĕнче пурăнмалли çурт çунса кайнă. Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ пушар тухнă вăхăтра çуртра нумай ачаллă çемье - 1-10 çулхи çичĕ ачаллă - пулнă.

Октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Белокатай тăрăхĕнчи Кирикеево ялĕнче пурăнмалли çурт çунса кайнă. Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ пушар тухнă вăхăтра çуртра нумай ачаллă çемье - 1-10 çулхи çичĕ ачаллă - пулнă. Ачасен 28 çулхи амăшĕ кил картишĕнче ĕçленĕ. Пушар тухнине пĕлтерекен хатĕрĕн сассине илтсен вăл пÿрте чупса кĕнĕ. Вут-çулăм тухнине курсан пĕр тăхтаса тăмасăрах ачисене урама илсе тухнă. Çурт тĕпĕ-йĕрĕпех çуннă‚ телее‚ никам та инкек курман.
- Асăннă çемьене пушар тухнине пĕлтерекен хатĕре 2018 çул хыççăн ача çуралнă тĕлĕшпе панă. Унсăр пуçне çемье нумай ачаллă тата укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр шутланать. Пушар çурта тĕп тунă. Пушкăртстан Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çичĕ ача çитĕнтерекен хĕрарăма çурт-йĕр туянма укçа-тенкĕ енчен пулăшу парĕç‚ - тенĕ ПР инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Фарит Гумеров.
ПР Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Александр Сидякин палăртнă тăрăх‚ хĕрарăмăн пилĕк аслă ачине вăхăтлăха усрава вырнаçтарнă. Иккĕшĕ тăван пиччĕшĕ патĕнче пурăнаççĕ. Ургала ялĕнче çемье валли çурт тупнă. Ăна туянма çителĕклĕ укçа уйăрса панă. Çывăх вăхăтра çурт туянассипе çыхăннă ыйтăва татса парĕç.
Паянхи кун нумай ачаллă çемьесене 228 пин пушар çинчен пĕлтерекен хатĕр уйăрса панă. 2024 çул тĕлне республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе тата 200 пин çемьене асăннă хатĕрпе тивĕçтермелле. Хатĕрсем вăхăтлă ĕçленипе 462 çын пурнăçне‚ çав шутра 191 ачана çăлнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: