Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2020, 13:58

Хăшĕ йÿнелет, хăшĕ хаклăланать

Республикăри статистиксем хăйсем илсе пыракан кашни кунхи мониторинга пăхса тухнă хыççăн тавар туянакансен карçинкки хăш апат хаклăланнине, хăшĕ йÿнелнине пĕлтернĕ. Пурĕ списока 52 тĕрлĕ апат-çимĕç лекнĕ.

Иртнĕ эрнере сахăр песукĕн (+2,9%), хĕвел çаврăнăш çăвĕн (+2,3%), вермишелĕн (+1,4%), тулă çăнăхĕн (+1,4%), кăлпассин (+1,3%), çăмартан (+1,3%), пулăн (+1,2%), çĕр улмин (+1,1%) хакĕсем ÿснĕ.
Çав вăхăтрах çăкăр, хăйма, консерва, кишĕр, сĕт, ĕне ашĕ, сосиска, чей, тăпăрчă хакĕсем йÿнелни паллă. Асăннă апат-çимĕç 0,1% ран 1,5% йÿнелнĕ. Республикăра помидор хакĕ 1,0%, пуç сухан 2,0% чакнă.
Хаксем епле ÿснине сăнанă май çакна калама пулать: хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен йÿнерех пулни курăнать. Купăста хакĕ вăтамран 8,4%, вир кĕрпи 19,2% чакнă. Кăçал, сăмахран, купăста 16 тенкĕ те 54 пус тăрать, çулталăк каялла вăл 18 тенкĕ те 5 пус пулнă. Вир кĕрпине халĕ 57 тенкĕ те 77 пуспа туянма пулать, çулталăк каялла асăннă апат-çимĕç 71 тенкĕ те 48 пус пулнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: