Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2020, 14:14

Хаçата çырăнăр та парнеллĕ пулма васкăр

2021 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани пуçланнăранпа уйăх çурă çитрĕ.

2021 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани пуçланнăранпа уйăх çурă çитрĕ. Çак вăхăт хушшинче йÿнерех хакпа çырăнмалли декадник те пулса иртрĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсене тунă май çакна палăртма пулать - «Урал сасси» хаçата октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне 392 çемьере çырăнса илнĕ.
Çырăнтару тапхăрĕ декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. Шутлă кунсем хăвăрт иртеççĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ вулакансем, паянхи ĕçе ырана ан хăварăр тесе асăрхаттарасшăн.
Хаçат индексĕ çур çула - П2754, çулталăка - П3362. Хакĕ - 498 тенкĕ те 90 пус тата 917 тенкĕ те 74 пус тăрать.
Хаçата çырăннисем хушшинче яланхи пекех лотерея вылявĕ иртĕ. Паллах, суперприз та пулĕ. Апла пулсан, хаклă туссем, парнеллĕ пулма васкăр. Шăпа пÿрнипе телей çути сирĕн çине ÿктĕр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: