Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2020, 13:20

Хаклă йышши металсемпе чулсен саккунне улшăну кĕртĕç

Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн депутачĕсем Патшалăх фончĕн хаклă йышши металĕсемпе чулĕсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесшĕн.

Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн депутачĕсем Патшалăх фончĕн хаклă йышши металĕсемпе чулĕсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесшĕн. Уйрăммăн илсен сăмах вĕсене ăçта тата епле сыхламалли çинчен пырать. Парламентăн пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, хаклăхсене патшалăх харпăрлăхне кĕмен ĕç тата производство пÿлĕмĕсенче вăхăтлăха усрама та ирĕк парасшăн. Паллах, вĕсен сыхлăхне пĕтĕмпе тивĕçтерсен.
- Çакă хаклă металсемпе чулсене экспозици куравне тăратма панă чух кирлĕ пулать. Вĕсене вăхăтлăха упрама илекенсен сыхлавпа хăрушсăрлăха тивĕçтерекен инженерпа техника хатĕрĕсем пулмалла, - ăнлантарса панă Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев.
Саккун проектне Бюджет, налук, инвестици политики тата пурлăх хутшăнăвĕсен комитечĕ хатĕрленĕ. Ăна депутатсем сентябрь уйăхĕнче пĕрремĕш вулавра йышăннă.
Патшалăх фондĕнче тулаш тата шалти рынок операцийĕсенче усă куракан хаклă йышши металлсем сыхланаççĕ. Çак тĕллевпе республика хăйĕн территоринче тупнă ылтăна та туянма пултарать.
Читайте нас: