Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2020, 14:20

Хурçă учĕсене газон çине лартса хăварма юратакансенчен - 6 млн тенкĕлĕх штраф

Ĕпхÿ хулинче машинисене çерем çине лартса хăварма юратакан водительсене 6 млн тенкĕлĕх штраф панă. Çак хыпара Общество хăрушсăрлăхĕн центрĕн директорĕ Александр Овчинников пĕлтернĕ.

Ĕпхÿ хулинче машинисене çерем çине лартса хăварма юратакан водительсене 6 млн тенкĕлĕх штраф панă. Çак хыпара Общество хăрушсăрлăхĕн центрĕн директорĕ Александр Овчинников пĕлтернĕ.
2020 çул пуçламăшĕнчен транспорта газон çине лартса хăварнăшăн 11 900 протокол çырнă. Иртнĕ çул асăннă саккуна пăснă 15 700 тимĕр ут хуçине явап тыттарнă.
Директор сăмахĕсем тăрăх‚ административлă комисси 6‚28 млн тенкĕлĕх штраф тÿлеме хушнă. Паянхи кун тĕлне 4‚65 млн тенкĕ тÿлеттернĕ.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем машинăсемпе унăн прицепĕсене газон, чечек клумбисем çине, ача-пăча тата спорт лапамĕсене (площадкисене) лартнăшăн административлă явап тыттарма çĕнĕ статья кĕртнĕ. Хурçă ут хуçисене 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 çити штраф тÿлеттерĕç. Должноçри çынсемшĕн штраф виçи 5-10 пин, учрежденисемпе организацисемшĕн 20-30 пин пулĕ. Йĕркене иккĕмĕш хут пăссассăн штаф хакне тата та ÿстерĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: