- Кашни çулах республика бюджетĕнчен килсĕр-çуртсăр 51 пин йытăпа кушака тытма хуласемпе районсене 63 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăраççĕ, - уçăмлатнă лару-тăрăва ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. - Тытмалли чĕр чунсен шутне муниципалитетсем пĕлтереççĕ. Лару-тăрăва сÿтсе явнă хыççăн кун евĕр шутлани тата çак тĕллевпе укçа-тенкĕ уйăрни тухăçсăр пулнине куратпăр.
Парламент председателĕн сăмахĕсем тăрăх, республикăри ял-хуласенчи килсĕр-çуртсăр йытăсен шучĕ чакмасть. Унсăр пуçне чĕр чунсене тытма уйăрнă укçа-тенкĕн виççĕмĕш пайĕ республика бюджетне каялла таврăнать. Депутатсем вара килсĕр йытăсем тапăнни çинчен калакан хыпарсене пĕр хутчен çеç мар илтеççĕ.
Çĕнĕ саккун проекчĕ тăрăх, килсĕр чĕр чунсен шутне палăртас йĕркене республика правительстви пурнăçлĕ. Тытмалли чĕр чунсен хисепне халăх шутне кура палăртĕç. Ун пек мелпе Тутарстанра, Бурятире, Пермь тата Алтай крайĕсенче усă кураççĕ. Çакă кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма тата унпа тухăçлă усă курма май парать.
- Хуçасемсĕр чĕр чунсемпе çыхăннă ыйтăва комплекслă татса памалла, - шутлать Константин Толкачев. - Унсăр пуçне вăл этем ретлĕ, çынлăхлă пулмалла. Халĕ эпир ку çул-йĕрпе пысăк утăмсем турăмăр. Кирлĕ пек нормăсене республика тата федераллă законодательствăна кĕртнĕ. Вĕсенче чĕр чунсене вĕлермелле марри, стерилизацилесе приютсенче усрасси çинчен каланă. Республикăра сакăр муниципаллă тата муниципалитетсем хушшинчи приютсем уçма палăртаççĕ. Анчах çакна та ăнланмалла: чĕр чунсене тивĕçлĕ условисенче усрасси йÿн ĕç мар. Республикăри ветеринари управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи саманапа килĕшÿллĕ приют тăвас тесен, пĕр йытă пуçне 100 пин тенкĕ, пĕр йытта усрама çулталăк тăршшĕпе 20 пин укçа кирлĕ. Ку, паллах, персе вĕлерни мар, çынлăхлă. Çапах та эпир цивилизациллĕ тĕнчере пурăнатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.