Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2020, 12:59

Масар çинче тирпей-илем хуçаланĕ

Илемлĕ те илĕртÿллĕ кĕр кунĕсем тăнипе усă курса кăратмассем, кĕрхи ваттисене асăнмалли кун тĕлне масар ăш -чикне тасатас тĕллевпе, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче субботник ирттерчĕç.

Илемлĕ те илĕртÿллĕ кĕр кунĕсем тăнипе усă курса кăратмассем, кĕрхи ваттисене асăнмалли кун тĕлне масар ăш -чикне тасатас тĕллевпе, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче субботник ирттерчĕç.
Вăтăр ытла çын хутшăнчĕ çак пархатарлă ĕçе. Арçынсем пăчкă-пуртăпа кирлĕ мар тĕмсене, турат-тĕретсене касрĕç. Хĕрарăмсем каснă вак-тĕвеке масар территорин тулашне сĕтĕрчĕç. Çамрăкрах арçынсем трактор урапи çине тиерĕç, ăпăр-тапăрсене ĕлĕкхи свалка ăсатрĕç.
Çак ĕçе йĕркеленĕ Ермеккей ял администрацин пуçлăхне Нурислам Тимирова пĕтĕм ял-йыш ятĕнчен пысăк тав сăмахĕсем калас килет. Ермеккей ял хутлăхĕ питĕ пысăк пулин те (унта Ермеккей, Кăратмас, Абдулкаримово, Васильевка ялĕсем кĕреççĕ) вăл яланах вăхăт тупса кашни яла çитет, тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшать, пурин валли та ăшă сăмахсем тупать. Тутарпа тутарла, чăвашпа чăвашла калаçать. Маларах çакăн пекех субботник Эпкеремре ирттернĕ. Субботника хутшăннă ял-йышсене те пысăк тав. Хушамачĕсене, никама та кÿрентерес мар тесе, асăнасшăн та марччĕ, çапах та пĕр чарăнми электропăчкăпа ĕçленĕ Юрий Васильевпа Иван Артемьева (иккĕшĕ те пенсионер) тата çитмĕлтен иртнĕ Валентина Фонинана палăртса хăварас килетех. Субботника йĕркелеме пулăшнă клубпа библиотека ĕçченĕсене те тав. Паллах, çакăнта чылайрах ял-йыш килнĕ пулсан тата та аванрахчĕ.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ.
Читайте нас: