Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2020, 13:41

Пушкăртстан Катарпа суту-илÿ çыхăнăвне аталантарасшăн

Пушкăртстан Катар патшалăхĕпе суту-илÿ хутшăнăвĕсене йĕркелеме палăртать. Икĕ çĕршыв пĕрле ĕçлес ыйтăва Qatar-Russia Investment & Trade Advisory (Катарпа Раççей пĕрле ĕçлессине йĕркелекен центр) делегаци тĕл пулнă чухне пăхса тухнă.

Пушкăртстан Катар патшалăхĕпе суту-илÿ хутшăнăвĕсене йĕркелеме палăртать. Икĕ çĕршыв пĕрле ĕçлес ыйтăва Qatar-Russia Investment & Trade Advisory (Катарпа Раççей пĕрле ĕçлессине йĕркелекен центр) делегаци тĕл пулнă чухне пăхса тухнă.
Унăн ĕçне регионти экспортерсем те хутшăннă. ПР тулаш экономика çыхăнăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Маргарита Болычева пĕлтернĕ тăрăх, чи кирлĕ тĕллевсенчен пĕри - пĕрле ĕçлессине аталантарасси, чĕр таварпа çыхăнман экспорта тата экспортерсен шутне ÿстересси.
- Паянхи кун тĕлне Пушкăртстан Республикипе Катар патшалăхĕ хушшинчи тулаш суту-илÿ тавар çаврăнăшĕ 7,5 пин Америка долларĕпе çеç танлашать. Çавăнпа та ют çĕршыв рынокне хамăрăн таварсене илсе çитересси питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн ют çĕршыв партнерĕсене Пушкăртстанра туса кăларакан таварсем конкуренцие юрăхлă пулнине, эпир вĕсене экспорта яма пултарнине ăнлантарса памалла, - тенĕ Маргарита Болычева.
ПР экономика аталанăвĕн министрĕ Рустам Муратов Катара Пушкăртстан машинăсем тăвассипе çыхăннă хатĕрсем, хурçă-тимĕртен тунă таварсем, хими промышленность продукцийĕ сутнине палăртнă.
Катар делегацийĕпе йĕркеленĕ тĕлпулăва республикăри 27 компани представителĕ хутшăннă. Вĕсен шутĕнче нефтьпе газ тата нефтехими промышленноçĕнче, IT-технологи сферинче, апат-çимĕç индустринче тата çăмăл промышленноçра ĕçлекенсем пулнă.
ПР Экономика аталанăвĕн министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, 2019 çулта Пушкăртстанпа Катар хушшинчи тулаш суту-илÿ тавар çаврăнăшĕ 10 пин Америка долларĕпе танлашнă. Экспорта кайнă таварсен шутĕнче машинăсем тăвакан продукци (77,6%), хурçă-тимĕртен тунă япала (12,4%), хими промышленность продукцийĕ (2,8%) пулнă. Кăçалхи çул январь-июль уйăхĕсене илсен çак виçе 7,5 пин Америка долларĕпе тÿр килет. Çак тапхăрта ют çĕршывран тавар туянни пулман.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: