Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2020, 16:55

Хĕвел çаврăнăш çуне чикĕ леш енне пысăк партипе ăсатнă

Пушкăртстан малтанхи кăтартусем тăрăх, кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче 59 пин тонна хĕвел çаврăнăш çуне чикĕ леш енне сутнă. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 183% чылайрах. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, экспортăн хисепĕ 41,7 млн долларпа танлашнă

Пушкăртстан малтанхи кăтартусем тăрăх, кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче 59 пин тонна хĕвел çаврăнăш çуне чикĕ леш енне сутнă. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 183% чылайрах. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, экспортăн хисепĕ 41,7 млн долларпа танлашнă.
- Çу продукцийĕ республикăри чикĕ леш енне кăларакан тĕп продукци шутланат. Вăл пĕтĕм экспорт таварĕсен калăпăшĕн 50 проценчĕпе танлашать, - палăртнă аграри ведомствин пресс-службинче.
Паянхи кун Пушкăртстанра тунă тип çусене тата шрота (çăва çапса илнĕ хыççăн ун хывăхĕнчен выльăхсем валли тунă апат) Китайпа Ирана, Таджикистанпа Узбекистана, Казахстанпа Киргизине, Беларуссипе Латвине тата Литвана çитереççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: