Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2020, 18:40

Хутсăр пĕр эрне пурăнма сĕнеççĕ

Пушкăртстанри власть тытăмĕнче ĕç тăвакан органсен представителĕсем, коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕсем, çавăн пекех пĕчĕк тата пысăк бизнес ĕçченĕсем октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшĕччен «Хутсăр пĕр эрне» экологи акцине хутшăнма чĕнсе каланă. ПР Çутçанталăкпа экологи министерстви тата «Ĕшĕл Пушкăртстан» регионти обществăлла организаци çак мероприятин пуçаруçисем шутланаççĕ.

Акцие Хутсăр пĕр кун куна халалланă. Вăл паян, октябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче, иртет.
Вулакансене хăш-пĕр кăсăк фактсене илсе кăтартасшăн:
- çулталăкра офиссенче усă курмалли хута хатĕрлеме 768 млн тĕп йывăç кирлĕ;
- пĕр йывăçран 12500 листа офис хучĕ тухать;
- пĕр ĕçчен çулталăкне 160 килограмм хут тăкаклать;
- хут çине çырнă, пичетленĕ документсен 45 % усă курнă хыççăн 24 сехет хушшинче çÿп-çапа кăларса пăрахаççĕ;
- юлашки 20 çул хушшинче хут тăкакласси 26 % ÿснĕ;
- документсене электронлă технологипе хатĕрлесен çулталăк çурăра 12 млн яхăн листа хута перекетлеме пулать, вăл 1200 тĕп йывăçпа танлашать.
«Çак акци пире çитĕнекен çамрăк ăру валли çутçанталăк ресурсĕсене сыхласа хăварма пулăшать. Çавăн пекех вăрман лаптăкĕсене сахалрах касса тĕп тăвассине чакарма май парать. 100 килограмм кивĕ хут (макулатура) пĕр тĕп йывăçпа танлашать», - пĕлтернĕ «Ĕшĕл Пушкартстан» регионти обществăлла пĕрлĕх ертÿçи Максим Некрасов.
Акци тĕрлĕ номинаципе, предприятисемпе учрежденисем хушшинче, ăмăрту евĕр иртет. Кашни номинацинче парнеллĕ вырăнсене палăртаççĕ.
Асăннă мероприятие уйрăм çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем хăйсен ырă ĕçĕсем пирки интернетри социаллă сетьсенче #ДеньБезБумаги хештег урлă çырса кăтартма пултараççĕ.
Мĕнпур йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе акци кураторĕ патне 8 996 103 98 66 телефонпа шăнкăравлама пулать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: