Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи Строительсен урамĕнче медицина службин автомобилĕн кустăрами айне ача лекнĕ. Регионти патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ «УАЗ» рульне 65 çулхи арçын тытса пынă. Машина велосипедиста‚ вунă çулхи ачана‚ çапса хăварнă. Арçын ача йĕркелесе тăман çуран каçмалли вырăнта велосипедпа пынă.
Автоаварире тăваттăмĕш класс ачи суранланнă. Ăна больницăна илсе çитернĕ.
Халĕ çул-йĕр ĕçченĕсем пулнă инкеке тĕпчеççĕ.