Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей сывлăх сыхлав министрĕпе Михаил Мурашкопа тĕл пулса калаçнă, Çтерлĕ хулинче декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелли ковид-госпиталь пирки ыйту хускатнă.
Регион пуçлăхĕ медицина учрежденине хăпартнă чух Зубовăри инфекци центрĕн опычĕпе усă курассине пĕлтернĕ. Çĕнĕ госпитальте йышăнупа диагностика тата операци уйрăмĕсем, акушерпа гинекологи блокĕ, бактериологи лабораторийĕ тата 40 вырăнлă общежити пулмалла.
Михаил Мурашко ковид-госпиталь хăпартмалли республика пуçарăвне ырланă. Регион ертÿçи министра учреждение уçнă çĕре чĕннĕ.