Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2020, 11:40

Пушкăртстанра икĕ çĕнĕ инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртме палăртаççĕ

Республика правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Рустам Муратов пĕлтернĕ тăрăх‚ икĕ компани Пушкăртстанра хăйсен проекчĕсене - мăйракаллă шултра выльăх валли комплекс тата çул хĕрринчи сервисăн пилĕк объектне хăпартасси - пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.

Енчен те проектсем ăнăçлă пурнăçлансан регионта 200 ĕç вырăнĕ уçăлĕ.
- Ырланă проектсем республикăн социаллă тата экономика сферине пысăк витĕм кÿрĕç. Инвестицисен хакĕ 1‚2 миллиард тенкĕпе танлашать‚ - тенĕ Рустам Муратов. - Çул хĕрринчи сервиса аталантарасси - республика правительствинчи чи кирлĕ çул-йĕрсенчен пĕри.
Сăмахран‚ «ТранзитСити» компанисен ушкăнĕ «Урал» М-5 тата «Волга» М-7 федераллă трассăсем хĕррипе пилĕк объект хăпартма 1 млрд тенкĕ хывма палăртать. Инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн 180 ĕç вырăнĕ уçăлĕ.
Çав вăхăтрах Гафури районĕнче мăйракаллă шултра выльăх валли паянхи саманана тивĕçтерсе тăракан комплекс хăпартĕç. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама 235 млн тенкĕ ярĕç.
Пĕр харăс комплексра 2‚5 пине яхăн выльăх вырнаçма пултарĕ. Проектпа килĕшÿллĕн выльăх пусмалли цех та пулĕ.
- Асăннă предприятинче 20 ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Проекта уйрăм предприниматель пурнăçа кĕртме палăртать‚ – тесе каланă Пушкăртстанри Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-службинче.
Читайте нас: