Раççей Правительствин резерв фондĕнчен 3-7 çулхи ачасене уйăхсерен памалли тÿлев валли Пушкăртстана 1 млрд та 378 млн та 832 пин тенкĕ хушма укçа уйăрса парĕç. Асăннă хушăва РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă. Пурĕ регионсене 8,8 млрд ытла укçа-тенкĕ ярĕç. Хушма тÿлев парасси ашшĕ-амăшĕсем укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илме тивĕç ачасен шучĕ ÿснипе çыхăннă. Ун пеккисем Раççейре 3,8 млн ытла çын. 3-7 çулхи ачасене уйăхсерен пулăшу парассине 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн йышăннă. Тÿлеве июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пама пуçланă. Вĕсене пĕчĕк таххутлă çемьесем илĕç. Пособи виçи ача пуçне регионти пурăнмалли минимум шайĕн 50 % танлашать. Регионне кура ку хисеп вăтамран 5,5 пин тенкĕ. Тÿлеве илес тесессĕн госуслуги порталне электрон заявлени яма, нумай функциллĕ центра е социаллă хÿтĕлев органĕсене çитсе килме пулать.