Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2020, 19:25

Вăтам ĕç укçине палăртнă

Пушкăртстанра 2020 çулхи январь-август уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 37 307 тенкĕпе танлашнă тесе пĕлтерет республикăри статистика комитечĕ

Пушкăртстанра 2020 çулхи январь-август уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 37 307 тенкĕпе танлашнă тесе пĕлтерет республикăри статистика комитечĕ.
Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан çакă вăл 4,2 процент нумайрах пулса тухать. Çав вăхăтрах чăннипе шалу 1 процент çеç ÿснĕ.
Пушкăртстанстатăн кăтартăвĕсем тăрăх, 2020 çулхи январь уйăхĕнче республикăра вăтам ĕç укçи 35 783 тенкĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле пĕрремĕш çур çулта вăл 37 055 тенке çитнĕ.
Июль уйăхĕнче вăтам шалу 38 271 тенкĕпе танлашнă пулсан, августра – 37 854 тенкĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: