Урал сасси
+27 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
23 Октябрӗн 2020, 17:20

Петр Павлов тухтăра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ

Чăваш Республикинчи клиника больницин пульмонологи уйрӑмӗн ертӳҫине Петр Павлова Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ.

Чăваш Республикинчи клиника больницин пульмонологи уйрӑмӗн ертӳҫине Петр Павлова Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ.
Кӑшӑлвируспа кӗрешекен тухтӑрсене самай йывӑр тивет. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ-эксперчӗ – пульмонологӗ Петр Павлов медицинӑра 20 ҫул ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан пульмонологи уйрӑмӗ ӳпкен йывӑр чирӗсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешет. Петр Ивановича ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, пациентсем те хисеплеҫҫӗ. Вӑл телемедицина мелӗпе республикӑри больницӑсенчи тухтӑрсене сӗнӳ-канашпа пулӑшать.
Чăваш халăх сайтĕнчен.
Читайте нас: