Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Октябрӗн 2020, 19:50

Ĕпхÿре кăнтăр кунĕнче 500 пин тенкĕ вăрланă

Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнче çак кунсенче вăрă-хурахсем иномарка алăкне уçса автомобиль салонĕнчен 500 пин тенкĕ вăрланă. Çак криминаллă ĕç-пуç тăр кăнтăрла пулса иртнĕ, BMW хуçи машининчен тухса вăхăтлăха кăна хăйĕн ĕçĕсемпе аякка пăрăннă самантра.

Шăпах çав вăхăтра усал шухăшлă çынсем вăйпа хурçă ут алăкне уçнă та купюрăсене илсе вырăнтан çухалнă. Шар курнă арçын çийĕнчех полицисене чĕнсе илнĕ.
«Шалти ĕçсен пайне çак факт пирки заявлени çитнĕ. «Вăрлани» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем пыраççĕ»,- тесе пĕлтернĕ ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: