Октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче çĕрле Инкеклĕ ĕçсен министерствин кризислă лару-тăру управленин центрне Ĕпхÿ районĕнчи Лебяжий поселокĕнчи «Вита» садпа пахча пĕрлешĕвĕнчи сад çуртĕнче пушар тухни çинчен хыпар çитнĕ.
Вырăна пĕрремĕш пушарпа хăтару подразделенийĕ килсе çитнĕ çĕре 4х4 метрлă йывăç сад çуртне уçă вут-çулăм хыпса илнĕ пулнă.
- Çунса пĕтеймен пÿртре виçĕ çын ÿтне тупнă: 30 çулхи арçынпа 26 çулхи хĕрарăм тата 5 çулхи ача‚ – тесе пĕлтернĕ ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-службинче.
Пушар тухнă вырăна Пушкăртстан Республикинчи Раççейри Инкеклĕ ĕçсен министерствин хула управленийĕн начальникĕ Марат Латыпов килсе çитнĕ.
Пушара сÿнтерес ĕçе 39 çынна тата 18 единица техники явăçтарнă. Çав шутра Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин 24 çыннипе 10 ятарлă машини.
Экспертсем пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ. Вут-çулăмра çамрăк çемье – ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен ачи – вилни паллă.