Республикӑра сахӑр кӑшманӗ кăларасси вӗҫленсе пырать. Ӗҫе хальхи вӑхӑтра 99 процент таран пурнӑҫланӑ. Октябрӗн 23-мӗшӗ тĕлне аграрисем 1 млн 137 пин тонна тымар çимĕç кăларса илнĕ. Регионта вӑтам тухӑҫ гектар пуçне 399 центнерпа танлашать, иртнĕ çул 366 центнер пулнă. Кăшманăн сахăрлăхĕ кăçал пысăк - 18,8-19,2% çитет.
Пылак культурăн чи пысăк тухăçне Чишма, Благовар, Буздяк районĕсенче ÿстернĕ. Вӗсенчен кашнинчех аграрисем 200 пин тонна кӑшман кăларнă. Тымар çимĕç кăларас ĕç 17 районтан 10-шĕнче вĕçленнĕ.