Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Октябрӗн 2020, 14:05

Çтерлĕ хулине çĕнĕ арт-объектсем илем кÿнĕ

Нумай пулмасть Çтерлĕ хулинчи Çтерлĕ çыранĕн урамне тĕплĕн юсаса реконструкциленĕ. Унта çĕнĕ архитектура формисем вырнаçтарнă: «Глобус çинче ларакан пĕрремĕш класс ачи»‚ «Пĕчĕк сăмавар» тата «Тапăр» ("Водопой") скульптура.

Нумай пулмасть Çтерлĕ хулинчи Çтерлĕ çыранĕн урамне тĕплĕн юсаса реконструкциленĕ. Унта çĕнĕ архитектура формисем вырнаçтарнă: «Глобус çинче ларакан пĕрремĕш класс ачи»‚ «Пĕчĕк сăмавар» тата «Тапăр» скульптура. Пĕрремĕш арт-объект глобус çинче ларакан арçын ачаран тата унпа çумăн чупакан йытăран тăрать. Çак композици çамрăклăха тата пĕлÿ илме ăнтăлнине сăнлать. «Тапăр» скульптурăра юлан утçăпа унăн шыв ĕçекен лашине кăтартса панă. Асăннă скульптурăн стилĕ сюрреализм направленине çывăх пулнине палăртса хăвармалла. Вăл кулленхи пурнăçăн вăрттăнлăхне кăтартса парать.
Çтерлĕсен шухăшĕпе арт-объектсенчен хăйне евĕрли «Пĕчĕк сăмавар» шутланать. Ăна металран тунă. Сăмавартан куркана пĕр чарăнми шыв юхать. Пĕр енчен çакăн йышши арт-объекта фонтан теме те пулать пулĕ.
Çтерлĕ çыннисем социаллă сетьсенче реконструкци ĕçĕсене лайăх хак панă. Хулара çĕнĕ арт-объектсем пулнишĕн хĕпĕртенине те пĕлтернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: