Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Октябрӗн 2020, 15:40

Пушкăртстан «Ешĕл Раççей» экологи юхăмĕнче мала тухнă

Пушкăртстан Республикине экологи юхăмĕн эксперчĕсем «Субботник-2020» акцин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăн пама йышăннă. Çак ырă та савăнăçлă хыпара социаллă сетьсенче хăйĕн страницинче регион пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ

Пушкăртстан Республикине экологи юхăмĕн эксперчĕсем «Субботник-2020» акцин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăн пама йышăннă. Çак ырă та савăнăçлă хыпара социаллă сетьсенче хăйĕн страницинче регион пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.
«Пурне те саламлатăп тата тав тăватăп! Тав республикăри хăйсен ирĕкĕпе çак акцие хутшăнакансене. Пĕтĕм Раççейри «Ешĕл Раççей» обществăлла экологи юхăмĕн эксперчĕсем «Субботник-2020» акцин пĕтĕмлетĕвĕсене туса çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Пĕрремĕш вырăнта - эпир (320 пин çын хăй ирĕкĕпе акцие хутшăннă), иккĕмĕшсем - Коми Республикинче пурăнакансем (15 пин доброволец) , виççĕмĕш пусма çине Астрахань облаçĕ (8 пин) хăпарнă. Пушкăртстан каллех лайăххисен шутĕнче, çапла пулмалла та»,- тесе çырнă вăл.
Республика пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, Пушкăртстанри экологи хастарĕсем хуласемпе районсенче йĕрке тунă, юхан шывсемпе пĕве-кÿлĕсен çыран хĕррисене, вăрмансемпе парксене, больницăсемпе шкулсен, социаллă учрежденисен территорийĕсене çÿп-çапран тасатнă, йывăçсемпе тĕмсем лартнă. Пĕтĕм Раççейри «Ешĕл Раççей» экологи субботникĕ вăхăтĕнче республикăра 162 пин тĕм тата 895 тĕп йывăç лартнă, 4 пин кубла метр тĕрлĕ каяш илсе тухнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: