Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Октябрӗн 2020, 18:30

Шахтау карьерĕнче 2040 çулччен акшар чулне кăларĕç

Пушкăртстанри сода компанийĕ (ПСК) Шахтау карьерĕнчен чĕр тавар кăларассине малалла тăсĕ. Çакă ăна 2028 çулчен производствăри ĕçсене пĕр чăрмавсăр йĕркелеме май парĕ. Паян компанин ĕçĕ-хĕлĕпе Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Çтерлĕ тата Çтерлĕ районĕнче командировкăра пулнă май паллашнă. ПСКан генеральнăй директорĕ Эдуард Давыдов карьерпа малашне те усă курас тĕллевпе тĕпчев ĕçĕсем пынине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра предприяти заказĕпе виçĕ институт тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ.

- Вĕсем акшар чулне (известняк) тарăнрах пластсенчен кăларма юранипе юраманни пирки тата унăн пахалăхне пĕлес тĕллевпе анализсем тăвĕç. Хальхи вăхăтра эпир чула 15 метр тарăнăшĕнчен кăларатпăр пулсан, малашне вăл 18 метра çитмелле. Çавăн пекех пире пухăнакан шыва мĕнле майпа уçласа тата ăçта юхтарса кăларасси пирки тунă пĕтĕмлетÿ те кирлĕ пулать. Çак тĕпчев ĕçĕсем çулталăк çура тăсăлма пултараççĕ. Пирĕн акшар чулне тарăнрах çĕртен кăлармалли сооруженисем хăпартса хута яма 5 çул пур. 2027 çулччен предпрятине нимĕнле хăрушлăх та кĕтмест, чĕр тавар çителĕклех,- палăртнă Эдуард Давыдов.
Прогноз тăрăх, акшар чулне тарăнрах сисенчен кăларни предприятине сахалран та 25 çула, нумайрах 35 çула, чĕр таварпа тивĕçтерме май парать. Çапла майпа Шахтауран чул кăларассине 2040 çулччен тăсма пулать тесе ăнлантарса панă Эдуард Давыдов.
Справка:
«Пушкăрт сода компанийĕ» АО – хими продукцийĕсене йышлă туса кăларакан пысăк компани. Вăл кальци содине хатĕрлессипе Раççĕйре пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çавăн пекех ПВХ (поливинилхлорид), каустик соди тата кабель пластикĕсем туса кăларасипе малта пырать. Раççейри мĕнпур кальци содин 70 тата апат-çимĕç содин 85 процентне ПСКра тăваççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: