Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Октябрӗн 2020, 16:50

Сибайра медицина маскисем кăлараççĕ

Сибай хулинче пĕр хут усă курмалли медицина маскисене туса кăлармалли производствăна хута янă. 6,2 млн тенкĕ тăракан проект пуçарăвне Роман Зайдуллин вырăнти предприниматель хăй çине илнĕ. Маскăсем çĕлемелли чĕр тавара тата упаковкăсем тумалли линие усламçă хăй укçи-тенкипе туяннă

Сибай хулинче пĕр хут усă курмалли медицина маскисене туса кăлармалли производствăна хута янă. 6,2 млн тенкĕ тăракан проект пуçарăвне Роман Зайдуллин вырăнти предприниматель хăй çине илнĕ. Маскăсем çĕлемелли чĕр тавара тата упаковкăсем тумалли линие усламçă хăй укçи-тенкипе туяннă.
Çак гигиена япалисем паянхи кун халăха кирлине тата унпа тивĕçтересси çивĕч тăнине шута илсе предприниматель ватăсем валли ыркăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ.
- Хальхи вăхăтра лару-тару çăмăлах мар, аслă ăрури çынсене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмалла, май çитнĕ таран пулăшмалла. Вĕсем хăрушлăх (риск) ушкăнне лекнĕ, - хăйĕн шухăшĕпе паллаштарать Роман Зайдуллин. - Эпир ĕçлеме пуçларăмăр çеç пулин те икĕ пин маска салатса патăмăр. Çулланнă çынсем пирĕн хулара чылай, çавăнпа та пирĕн пулăшу вырăнлă пулĕ тесе шутлатпăр.
Сибай хула администраци пĕлтернĕ тăрăх, асăннă производствăна пуçарса ярасси «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство, уйрăм предпринимательсен пуçарăвне пулăшу парасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет. Проектпа килĕшÿллĕн 6 ĕç выранĕ йĕркеленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: