Пур хыпар та
Новости
25 Октябрӗн 2020, 19:25

Çуран çÿрекенсен пурнăçĕсем татăлнă

Пушкăртстанра юлашки талăкра икĕ çуран çÿрекен çынна таптаса вĕлернĕ. Пелепей хулинчи Революционерсен урамĕнче кăнтăрла вырăнти 31 çулхи водитель Volkswagen Crafter автомобильпе çул урлă каçакан хĕрарăм çине пырса кĕнĕ. Çуран çÿрекенĕн чĕри сурансене пула васкавлă пулăшу машини çинчех тапма чарăннă.

Тепĕр çул-йĕр инкекĕ ĕнер çĕрле Кармаскалă районĕнчи Савалеево ялĕнчи Галяутдинов урамĕнче пулса иртнĕ. Паллă мар водитель «ВАЗ-2107» автомобильпе 70 çулхи ватă хĕрарăма çапса хăварнă. Çуран çÿрекен вырăнтах вилнĕ. Оперативлă шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн айăплă çынна тупса тытса чарнă. Вăл çак ялта пурăнакан 48 çулхи арçын пулса тухнă. Водитель алкоголь напитокĕ ĕçни паллă пулнă.
ПР Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки талăкра республикăри çулсем çинче 8 автоаварине шута илнĕ. Вĕсенче икĕ çын вилнĕ, тăххăрăшĕ аманса суранланнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: