Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Октябрӗн 2020, 19:10

1‚2 млн çынна грипран‚ 42-не кăшăлвирусран прививка тунă

Пушкăртстанра 1 млн та 256 пин те 778 çынна грипран тÿлевсĕр прививка тунă. Çакă республикăра пурăнакансен 31% танлашать тесе пĕлтернĕ ПР Правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин.

Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕн даннăйĕсем тăрăх‚ регионта 1 млн ытла аслă ÿсĕмри çынна тата 211 пин ытла ачана вакцинаци тунă.
Паянхи кун тĕлне республикăра пыр-карланкăн çивĕч чирĕсемпе чирленин тĕслĕхĕсем ÿсни палăрать. Гриппа чирленине вара тупса палăртман. Чирлекенсен шайĕ эпидеми чиккине çитмен.
Министр пĕлтернĕ тăрăх‚ ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче пневмококк инфекцийĕнчен вакцинаци тума палăртаççĕ. Асăннă прививка 60 çултан иртнĕ çынсене‚ вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсене‚ социаллă пулăшу организацисенче пурăнакансене тăвĕç.
Кăшăлвирусран (пĕрремĕш партийĕнчен) COVID-госпитальсенчи «хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен 42 тухтăра вакцинаци тунă. РФ Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ çывăх вăхăтра вакцинăн тепĕр партине кĕтеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: