Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Октябрӗн 2020, 19:15

Полицейскисем 56 пин литр суя алкоголь туртса илнĕ

Пушкăртстанра кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче саккунсăр çаврăнăшран 56 пин алкоголь тата алкоголь тытăмлă продукци туртса илнĕ, Сибай, Çтерлĕ, Нефтекамск, Бирск хулисенчи ултă вăрттăн цеха хупнă. Кун пирки регион правительствин оперативлă канашлăвĕнче Пушкăртстанри ШĔМ экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен управлени уйрăмĕн пуçлăхĕ Роберт Мурсалимов пĕлтернĕ.

Алкоголь продукцийĕн çаврăнăшĕнчи преступленисене ытларах вак суту-илÿ тăвакан предприятисемпе уйрăм çынсем тăваççĕ. Вĕсем ытти регионсенчен илсе килнĕ йÿн суя продукцие сутаççĕ.
- Тĕрĕслев материалĕсем тăрăх, 142 уголовлă ĕç пуçарнă, 125 ĕçе суда янă, 72 çынна уголовлă явап тыттарнă. Унсăр пуçне 1700 саккуна хирĕç ĕç тытса чарнă, 1600 çынна штраф панă. Шалти ĕçсен органĕсем должноçри çынсене 5,3 млн тенкĕ ытла штраф çырса панă, çав шутран 5 млн тенкине шыраса илнĕ, - çирĕплетсе каланă Роберт Мурсалимов. – Çакăн пек лайăх результатсене республикăри Суту-илÿ тата пулăшу паракан министерствăн, Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри уйрăмĕн управленийĕпе, халăхпа пĕрле ĕçленипе тума пултартăмăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: