Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Октябрӗн 2020, 19:15

Пушкăртстанра кăшăлвируспа чирлекен студентсен шучĕ ÿсет

Пушкăртстанра кăшăлвирус ернĕ студентсен шучĕ тăрук ÿссе кайнăран аслă вĕренÿ заведенийĕсем дистанциллĕ вĕрентÿ режимне куçма пултараççĕ.

Пушкăртстанра кăшăлвирус ернĕ студентсен шучĕ тăрук ÿссе кайнăран аслă вĕренÿ заведенийĕсем дистанциллĕ вĕрентÿ режимне куçма пултараççĕ.
Вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин паян Республика Правительствинчи оперативлă канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи студентсем COVID-19 чирĕпе чирленĕ тĕслĕхсем нумайланнă.
- Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – вĕрентÿ процесне сиен кÿмесĕр инфекци вăчăрине татасси, - ăнлантарса панă регион пуçлăхĕ Радий Хабиров. Радий Фаритович Вĕрентÿ министерствине аслă вĕренÿ завденийĕсен малашнехи ĕçĕ-хĕлне йĕркелессипе çыхăннă сĕнÿсем хатĕрлеме хушу панă.
Хăш-пĕр аслă шкулсем октябрь пуçламăшĕнчех дистанциллĕ вĕрентÿ форматне куçнă. Куçăн вĕрентĕве сентябрь уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен аслă вĕрентÿ заведенийĕн бакалавриат тата магистратура уйрăмĕсенче ăс пухакан пĕрремĕш курс студенчĕсем тата колледжсенче вĕренекен пĕрремĕш тата тăваттăмĕш курссем çеç тухнă.
Айбулат Хажин колледжсенче вĕренекен студентсем хушшинче те чирлекенсен шучĕ ÿснине палăртнă: иртнĕ эрнере 41 вĕренекен чирлесе ÿкнĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, шкулсенче тата ача сачĕсенче кăшăлвируспа çыхăннă лару-тăру пĕр тикĕс пырать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: