Урал сасси
+15 °С
Облачно
Новости
26 Октября 2020, 14:10

Талăк хушшинче вăрмансенче 5 çын çухалнă

Иртнĕ талăкра Пушкăртстанра пилĕк çын çухалнă тесе пĕлтернĕ регионти чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче.

Иртнĕ талăкра Пушкăртстанра пилĕк çын çухалнă тесе пĕлтернĕ регионти чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче. Сăмай май‚ Ишимбай районĕнчи Кашалакбаш ялне Салават хулинчен икĕ арçын вăрмана кăмпана килнĕ. Машинăпа вăрман тăрăхне кĕрсен çухалнă. Пĕрин телефонĕн зарядки пĕтнĕ. Иккĕмĕшĕ васкавлă службăна шăнкăравлама çеç пултарнă. Çапах та арçынсем хăйсем тĕллĕн вăрмантан тухнă.
Тепĕр пăтăрмах Çтерлĕ районĕнчи Буриказганово ялĕнче пулса иртнĕ. Кунта уçăлса çÿренĕ чухне 24 çулхи хĕр çухалнă. Вăл та хăй тĕллĕн полици ĕçченĕсен машинин сассипе çутине чухласа вăрман ăшĕнчен тухнă.
Навигатора шанса Белорецк районĕнчи Узянбаш ялĕ çывăхĕнче виçĕ Челябинск çынни çухалнă. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе Магнитогорск хулинчен Çтерлĕ хулине çул тытнă. Арçынсене навигатор çул кăтартса пынă. Вăлах вĕсене вăрман чăтлăхне илсе çитернĕ те. Унта «Шевроле Нива» внедорожникпа та иртме май пулман. Машина лакса ларнă‚ бензин пĕте пуçланă‚ телефон çыхăнăвĕ çукпа пĕрех пулнă.
«Çапах та арçынсем кĕсье телефонĕпе 112 номере шăнкăравланă. Вĕсем хăйсен инкекĕ çинчен пĕлтернĕ. Хăйсем тĕллĕн «пылчăк тыткăнĕнчен» тухас тесе темиçе хутчен тăрăшнă. Юлашкинчен тăрăшни сая кайман‚ вĕсем Абзелил районĕнчи Салават-Совхоз хуторне çитме пултарнă. Трасса çине тухиччен вĕсене Аварипе-çăлăну службин ĕçченĕсем ăсатнă» - каласа панă ведомствăра.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас