Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Октябрӗн 2020, 13:30

Тискер чĕр чунсемпе çыхăннă 53 çул-йĕр инкекĕ

Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа тискер чĕр чунсем çул çине тухнипе 53 çул-йĕр инкекне шута илнĕ

Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа тискер чĕр чунсем çул çине тухнипе 53 çул-йĕр инкекне шута илнĕ. Ытларах автомобиль кустăрми айне пăшисем ‚ сайра хутра хир сыснисемпе качакисем лекеççĕ. Çакă пăшисен мăшăрлану тапхăрĕпе‚ çавăн пекех чĕрнеллĕ выльăхсем вырăнтан вырăна куçса çÿренипе çыхăннă.
Чĕр чунсем айккинелле пăхмасăр трасса урлă каçса иртме ăнтăлаççĕ. Транспортра хăрушлăх курмасăр вĕсен кустăрми айне лекеççĕ.
Водительсем каçхи вăхăтра тата çĕрле çул çинче тимлĕ та асăрхануллă пулмалла. Çул хĕррипе вăрман тăсăлать е «Тискер чĕр чунсем» паллă куртăр пулсан машина хăвăртлăхне чакармалла. Енчен те асăннă паллă пур вырăнта чĕр чунпа çыхăннă çул-транспорт инкекĕ тухнă пулсан‚ водитель сиен кÿнине тавăрса парĕ. Унсăр пуçне статьяпа килĕшÿллĕн явап тытĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: