ПР Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Skoda Octavia автомобиль рулĕ умĕнчи 25 çулхи арçын тĕттĕмре çул çинчи лашасем çине пырса кĕнĕ. Çакăн хыççăн хурçă ут çунма тытăннă, вут-çулăм ăна тĕпĕ-йерĕпе тĕп тунă. Аварире водитель суранланнă, ăна больницăна ăсатма тивнĕ. Çавăн пекех икĕ лаша та вилмеллех аманнă.