Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Октябрӗн 2020, 18:00

«Хĕрлĕ зона» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă

Ĕпхÿ хулинче 3000 Территори галерейинче ковид-госпитальсенче ĕçлекен тухтăрсене халалласа Дим Тулунгужинăн «Хĕрлĕ зона» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă.

Ĕпхÿ хулинче 3000 Территори галерейинче ковид-госпитальсенче ĕçлекен тухтăрсене халалласа Дим Тулунгужинăн «Хĕрлĕ зона» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă.
COVID-19па çыхăннă информацие автор пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă. Вăл тухтăрсемпе калаçнă‚ вĕсене фотоаппарат çине ÿкернĕ‚ фотоÿкерчĕксемпе каласа панисене Instagramра пичетлесе кăларнă.
- Лару-тăру улшăнса пычĕ‚ çапах та эпĕ чарăнмарăм. Социаллă сетьсенче кăларнă информаци тăрăх пулăмсен улшăнăвне асăрхама пулать ‚ – каласа панă Дим.
Галерейăра фотопроекта хутшăнма кăмăл тунă 17 тухтăрăн сăн ÿкерчĕкне тăратнă. Кашни портрет çумĕнче QR-код пур. Телефон объекчĕпе сканер приложени урлă асăннă код çине тĕллесен курава килекенсем тухтăрсем госпитальти ĕçĕ çинчен каласа панине вуласа тухĕç. Юлашки экспозици çинче вырнаçнă шурă постер çинче куракансем тухтăрсене каламалли тав сăмахĕсене çырса хăварма пултараççĕ.
Асăннă курав ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен ĕçлĕ. Выставкăна тÿлевсĕрех кĕме пулать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: