Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Октябрӗн 2020, 19:40

Россельхозбанк 3 млрд тенкĕлĕх ял ипотеки панă

2020 çулхи октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Россельхозбанкăн Пушкăртстанри филиалĕ 3 млрд тенкĕлĕх 1 пин те 466 кредит килĕшĕвне тунă тесе пĕлтернĕ филиал ертÿçи Алексей Самсонов.

2020 çулхи октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Россельхозбанкăн Пушкăртстанри филиалĕ 3 млрд тенкĕлĕх 1 пин те 466 кредит килĕшĕвне тунă тесе пĕлтернĕ филиал ертÿçи Алексей Самсонов. Пушкăртстан регионсенчи филиалсем хушшинче «Ял территорийĕсене комплекслă аталантару» программа шайĕнче льготăллă ипотека кредитне панипе мала тухнă.
Республикăри заемщиксен ытларах пайĕ çуртсемпе çĕр лаптăкĕсем туяннă. Пушкăртстанра вăтам заем 2 млн тенкĕпе танлашать. Асăннă льгота ипотекине илекенсен хушшинче ытларах çамрăк çемьесем‚ вăтăр пилĕк çулчченхисем‚ пулнине палăртса хăвармалла.
Ял ипотекине илмелли йĕрке стандартлинчен уйрăлса тăрать. Калаçса килĕшмелли вăхăт çумне заявкăна Ял хуçалăх министерстви те пăхса тухнă вăхăт хутшăнать. Ипотекăн çулталăкри ставки: заемщика страхласан - 2‚7%‚ страхламасан - 3%. Çăмăллăх кредитне 100 пин тенкĕрен пуçласа 3 млн тенкĕ таран (Ленинград облаçĕпе Инçет Хĕвелтухăç федераллă округ валли 5 млн тенкĕ таран) 25 çула çитиччен пама пултараççĕ.
Ял ипотекине 21-75 çулхи граждансене параççĕ. Ытти кредит программисенчен уйрăлса тăракан услови - асăннă укçа-тенкĕпе çурт туянма е хăпартма ял-саласенче çеç пулать.
Пĕтĕмĕшле çĕршывра Россельхозбанк 35 млрд тенкĕлĕх ял ипотеки панă. Çак укçа-тенкĕпе 18 пин çемье çурт-йĕр условине лайăхлатнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: