Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Октябрӗн 2020, 15:05

Тăватă çулта 1 пин çул хĕрринчи сервис объекчĕсем тăвĕç

Пушкăртстан влаçĕсем çул хĕрринчи сервиса 2024 çулччен аталантарассипе концепци йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн 2024 çулччен республикăри çулсем хĕрринче пĕр пин сервиспа çыхăннă объектсем хута ямалла. Вĕсен шутне АЗСсем, мотельсемпе кемпингсем, обществăлла апатлану çурчĕсем, автосервиссем кĕреççĕ. Хальхи вахăтра регионта çавăн пек объектсем 900 çитеççĕ: 287 - АЗС, 281- суту-илÿ вырăнĕсем, 261- апатлану пункчĕсем, 122 -автосервис, 82- хăна çурчĕ тата 64 - автомобильсем лартмалли лапамсем

Пушкăртстан влаçĕсем çул хĕрринчи сервиса 2024 çулччен аталантарассипе концепци йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн 2024 çулччен республикăри çулсем хĕрринче пĕр пин сервиспа çыхăннă объектсем хута ямалла. Вĕсен шутне АЗСсем, мотельсемпе кемпингсем, обществăлла апатлану çурчĕсем, автосервиссем кĕреççĕ. Хальхи вахăтра регионта çавăн пек объектсем 900 çитеççĕ: 287 - АЗС, 281- суту-илÿ вырăнĕсем, 261- апатлану пункчĕсем, 122 -автосервис, 82- хăна çурчĕ тата 64 - автомобильсем лартмалли лапамсем.
Республика правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çул хĕрринчи сервиса аталантарас ĕçе ытларах нефть компанийĕсем укçа-тенкĕ хываççĕ. Чылай чухне вĕсем çак ĕçе АЗСсен никĕсĕ çинче йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра çакăн пек объектсем 63 вырăнта хăпартаççĕ.
Унсăр пуçне темиçе инвестици проекчĕ те пурнăçа кĕрет. Чи пысăк инвесторсенчен пĕри – Хусанти «Irbis» патшалах компанийĕ. Вăл М5 «Урал-5» тата М7 «Волга» федераллă çулсем çинче пилĕк объект тума палăртать. Пĕтĕмĕшле инвистици виçи 1 млрд тенкĕпе танлашать. Компани хăйĕн АЗСĕсене Тутарстанпа Чăваш Енре, Мари Элта, Чулхула па Владимир, Пенза облаçĕсенче тытса тăрать. Палăртнă тăрăх, «Irbis» Пушкăртстанри пилĕк объектпа çеç чарăнса тăрасшăн мар, республикăра самай пысăк та анлă сеть йĕркелесшĕн.
Ильдус Ильясов усламçă Ĕпхÿ районĕнче виçĕ комплекс тунă çĕрте 210 млн тенкĕ тăкаклама тĕллев лартнă. Вĕсем М5 «Урал», Ĕпхÿ - Эрĕнпур тата Ĕпхÿ – Шакша çулсем çинче çĕкленмелле. Комплекссенче пĕр тăрă айĕнче хăна çурчĕ, магазин, обществăлла апатлану вырăнĕ, йалари пулăшу ĕçĕн пункчĕ пулĕ. Инвестор объектсем пулмалли вырăнсенче çĕр ĕçĕсем туса ирттернĕ, кĕрсе тухмалли çулсене тума заявка хатĕрленĕ тесе пĕлтерчĕç ПР Аталану корпорацинче.
Благовар районĕнче М5 трассăн 1413 çухрăмĕнче Кашкалаш ялĕ çывăхĕнче Тагир Хамзин вырăнти предприниматель çул çинчи комплекса туса пĕтерсе пырать. Кунта ĕçсем иртнĕ çул пуçланнă, хальхи вăхăтра объект патне газпа электричество линийĕсене тăснă. Ăна тепĕр уйăхран уçма палăртаççĕ тесе пĕлтерчĕç ПР Суту-илÿ министерствинче. Инвестици проектне хывакан укçа-тенкĕ виçи 30 млн тенкĕпе танлашать.
Çак районтах М5 федераллă çулăн 1411-мĕш çухрăмĕнче тепĕр объект хăпартаççĕ. «Хăна çурчĕ – кафе – автолапам» комплекса тума Абдулла Арбулиев пуçаруллă çын 50 млн тенкĕ хывать.
Пушкăртстан влаçĕсем çул çинчи сервиса аталантарас енĕпе ĕçлекенсене çăмăллăхсемпе усă курма майсем туса параççĕ. Çав шутра çĕре суту-илÿ аукционĕ ирттермесĕр уйăрасси, объект патне çитмелли çулсене тата инженери сечĕсене тума тăкаклакан нухратăн 50 процентне тавăрасси кĕрет. Кашни инвестор 30 млн тенке çити илме пултарать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: