ПР Патшалӑх юстици енӗпе ӗҫлекен комитет пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 2020 çулта ҫуралнӑ 17 арçын ачана тата 13 хĕр ачана тĕлĕнмелле ятсем панă. Пушкăртстанра Аполлон, Биньямин, Ванцетти, Дантес, Зейд, Кавин, Кенан, Лазарь, Лео, Михаэль, Никас, Омур, Рем, Роландо, Ромуаль, Святогор, Стивен ятлă арçын ачасем тата Версалия, Веселина, Витэль, Каталина, Кирьяна, Ларина, Мава, Милалика, Руана, Санти, Саяна, Уралия, Элия ятлă хĕр ачасем ҫитӗнеҫҫӗ.