Çичĕ çула çитичченхи ачисем чирлесе вĕсене пăхма больничнăй уçнă ашшĕ-амăшĕсене ĕçре пулман кунсемшĕн, ĕç стажне пăхмасăр, больница листишĕн 100% таран тÿлĕç. Раççей информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, Владимир Путин çак ыйтăва пăхса тухма правительствăна хушу панă. Ăна епле пурнăçланине декабрь уйăхĕн пĕрремĕшĕччен пĕлтермелле. В.Путин çак ĕçшĕн яваплă çынна та палăртнă. Вăл – Михаил Мишустин премьер-министр.