Çу паракан культурăсен пайĕнче (структура) хĕвел çаврăнăшĕ тĕп вырăн йышăнать. 383 пин тонна çĕнĕ тухăçран 300 пин тонна яхăн хĕвел çаврăнăш тĕшши пулнине асăнса хăвармалла. Аграри ведомстви палăртнă тăрăх‚ асăннă культура тухăçĕнчен ÿсен-тăран çăвĕ тăвĕç.
Регионта çу паракан культурăсен вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 13‚7 центнер тухнă. Пушкăртстанри 14 районта хĕвел çаврăнăшне çапса илнĕ.
Хĕвел çаврăнăш тĕшшине пуçтарса илессипе Мелеуз районĕ малта пырать. Унта 24‚7 пин тонна тухăçа пÿлмене кĕртнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Давлеканпа (24‚1 пин тонна) Куюргазă (24 пин тонна) районĕсем йышăннă.
Кугарчăпа Элшей тата Çтерлĕ районĕсенче вара 21‚8-23‚6 пин тонна хĕвел çаврăнăш тĕшшине пухса илнĕ.
Экспертсем çĕршывра хĕвел çаврăнăш çăвĕн дефицичĕ пулассине прогноз туман. Унăн калăпăшĕ шалти рынока тивĕçтерме те‚ экспорта яма та çителĕклĕ.
- РФ Ял хуçалăх министерствин прогнозĕ тăрăх‚ 2020 çулта Раççейре ÿсен-тăран çăвĕпе хамăра тивĕçтересси 176‚3% танлашĕ‚ - тенĕ ведомствăра.
Ирида МАТНИЯЗОВА.