Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Октябрӗн 2020, 13:58

Бюджет тупăшĕсем 20% чакнă

Тăхăр уйăх хушшинче Пушкăртстан бюджечĕн тупăшĕсем иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 19‚9% чакнă‚ тăкакĕсем 18% ÿснĕ. Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджет тупăшĕсене 104‚7% (иртнĕ çулхипе танлаштарсан) пурнăçа кĕртнĕ.

Тăхăр уйăх хушшинче Пушкăртстан бюджечĕн тупăшĕсем иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 19‚9% чакнă‚ тăкакĕсем 18% ÿснĕ. Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджет тупăшĕсене 104‚7% (иртнĕ çулхипе танлаштарсан) пурнăçа кĕртнĕ. Налог тата налог шайне кĕмен тупăшсен виçи 2020 çула палăртнинчен 59% (115 млрд тенкĕ) танлашнă. Организацисен тупăшлăх налогĕ 1‚7 хут (16‚ 63 млрд тенкĕ)‚ патшалăх пурлăхĕпе усă курнинчен килекен тупăшсем 1‚4 хут (4 млрд тенкĕ)‚ пурлăх налогĕ 13% (1‚59 млрд тенкĕ)‚ акцизсем 5% (874‚5 млн тенкĕ)‚ пĕтĕм тупăшсен налогĕ 6‚9 % (477 млн тенкĕ) чакнă.
Федераллă бюджет уйăракан субсидисен виçи 62‚1 млрд тенке çитнĕ. Çакă 2019 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи кăтартуран икĕ хут нумайрах.
Читайте нас: