Паян Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Гатауллин отставкăна кайнă. Район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Артур Зарипова çирĕплетнĕ. Маларах вăл район администраци пуçлăхĕн çумĕ пулнă. Кун пирки район администрацийĕн пресс-службинче пĕлтернĕ.
«Муниципаллă Пишпÿлек район Канашĕн йышăнăвĕ тăрăх, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама маларах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă Артур Зарипова çирĕплетнĕ» - палăртнă район администрацийĕн пресс-службинче.
Пишпÿлек район администрацине 1999 çултанпа ертсе пынă Наиль Гатауллин ĕçрен хăй ирĕкĕпе кайнă. Пушкăртстан администраци пуçлăхĕ Александр Сидякин Н.Г. Гатауллина «Республика умĕнчи тивĕçсемшĕн» I cтепень орденĕпе наградăланă.