Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
28 Октября 2020, 08:40

Сахăр кăшманне кăларса пĕтернĕ

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан аграрийĕсем сахăр кăшманне кăларас ĕçе вĕçленĕ.

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан аграрийĕсем сахăр кăшманне кăларас ĕçе вĕçленĕ.
- Кăçал сахăр кăшманĕн тухăçĕ гектар пуçне 402 центнерпа танлашать. Çакă иртнĕ çулхи кăтартуран 10,5 процент нумайрах, - палăртнă ведомствăн пресс службинче. - Пурĕ регионта 1,157 млн тонна пылак тымар çимĕç пухса илнĕ. Чи пысăк тухăçа Чишма, Благовар, Буздяк районĕсенче - кашни районта 200 пин тонна ытла - акса ÿстернĕ.
Республикăри икĕ сахăр заводĕнче, Элшей тата Чишма районĕсенче, хальлĕхе 650 пин тонна ытла кăшман йышăннă. Вĕсенчен 368 пин тоннине ĕçе кĕртнĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас