Пур хыпар та
Новости
28 Октябрӗн 2020, 13:45

Сиртен - çырăнтару квитанцийĕ, пиртен хаçат тата парне пулĕ

«Çырăнтару-2021/1» кампани малалла тăсăлать. Вулакансене хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен пынине тепĕр хут асăрхаттарасшăн.

«Çырăнтару-2021/1» кампани малалла тăсăлать. Вулакансене хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен пынине тепĕр хут асăрхаттарасшăн. «Урал сассине» çырăнса илнипе пĕрле эсир, хаклă туссем, хăвăрăн телей шăпине те тĕрĕслесе пăхма пултаратăр. Çак тĕллевпе хаçата çырăннисен хушшинче редакци лотерея вылявĕ йĕркелет. Сирĕн вара кăларăма çырăнса илнине çирĕплетекен квитанцине е унăн копине пирĕн пата çеç çитермелле. Çапла майпа эсир хаçатлă та пулатăр, телей пÿрсен парнеллĕ те. Парнесен шутĕнче – тĕрлĕ савăт-сапа, кил-çуртра, пахчара кирлĕ хатĕрсем, ача-пăча тетти тата ытти те. Кофе вĕретмелли савăт (кофеварка) вара суперприз пулса тăрать.
Хаçат индексĕ çур çула - П2754 тата çулталăка - П3362. Хакĕ - 498 тенкĕ те 90 пус тата 917 тенкĕ те 74 пус. Электронлă çырăнтару хакĕ çур çула 264 тенкĕ пулать, çулталăка - 449 тенкĕ.
Пурне те «Урал сасси» хаçата çырăнса илме йыхравлатпăр. Паллах, парнеллĕ пулма телей сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: