Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
29 Октября 2020, 14:40

Патшалăх тата Пушкăртстанри халăхсен чĕлхисене упраса хăварма 4 млрд тенкĕ уйăрĕç

Пушкăртстан влаçĕсем патшалăх тата республикăра пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса хăвармалли тата аталантармалли программăна пурнăçа кĕртме 3,74 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Патшалăх программи 2019-2024 çулсене пырса тивет. Унта улшăнусем те пур. Вĕсене ПР правительстви йышăннă постановленинче курма пулать. Пĕлтерĕшлĕ документа республика премьер-министрĕ Андрей Назаров алă пусса çирĕплетнĕ

Пушкăртстан влаçĕсем патшалăх тата республикăра пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса хăвармалли тата аталантармалли программăна пурнăçа кĕртме 3,74 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Патшалăх программи 2019-2024 çулсене пырса тивет. Унта улшăнусем те пур. Вĕсене ПР правительстви йышăннă постановленинче курма пулать. Пĕлтерĕшлĕ документа республика премьер-министрĕ Андрей Назаров алă пусса çирĕплетнĕ.
Программăн тĕп тĕллевĕ патшалăх тата республикăра пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса хăварма, аталантарма условисем туса парасси пулса тăрать. Документпа килĕшÿллĕн патшалăх программи вырăс чĕлхине, гражданла пĕрпеклĕх никĕсĕ пулнă май, тĕрлĕ енлĕ аталанма, пушкăр чĕлхипе калаçассипе çырассине анлăлатма, ăна респуплика тулашĕнче упраса хăварма тата аталантарма пулăшмалла. Çавăн пекех Пушкăртстанри халăхсен тăван чĕлхисене упраса хăварма, аталантарма майсем туса памалла.
Укçа-тенкĕ ыйтăвне республика хăй çине илнĕ, çавăнпа та ăна Пушкăртстан хыснинчен уйăрĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас