Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Октябрӗн 2020, 11:25

Пилĕк районта автоклубсем пулĕç

2021 çулта Пушкăртстанри пилĕк районта автоклубсем ĕçлеме тытăнĕç. ПР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Аскин, Дуван, Кармаскалă, Салават тата Çтерлĕ районĕсенче пулĕç

2021 çулта Пушкăртстанри пилĕк районта автоклубсем ĕçлеме тытăнĕç. ПР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Аскин, Дуван, Кармаскалă, Салават тата Çтерлĕ районĕсенче пулĕç.
Пурĕ конкурса муниципаллă пĕрлĕхсенчен 17 заявка килнĕ пулнă. Çĕнтерÿçĕсене республикăри культура ведомствин конкурс комиссийĕ палăртнă.
Культура отрасльне çапла майпа пулăшасси «Культурăна аталантарассине çĕнĕ те паха шая çĕклесси» федераллă проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Асăннă проекта пурнăçа кĕртнĕ май халăх ыйтнтнине тивĕçтерес тесе 2021 çулта культура учрежденийĕсене ятарлă автотранспортпа тивĕçтереççĕ. Çав шутра ял тăрăхĕнче пурăнакансене те.
Асăрхаттаратпăр, конкурс «Культура» наци проекчĕпе килешÿллĕн иртет.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: